Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашсен авалхи Ĕшке ялĕ область центрĕнчен те, Шупашкартан та самай аякра вырнаçнă. Тен, çавăнпа та ку ялта чăваш чĕлхине сыхласа хăварас ĕç пĕр вăхăтра чарăнсах ларнă темелле. 1956 çултан тытăнса 2000 çулччен ял шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентмен. Çавăнпа та ялта аслă тата вăтам çулсенчи çынсем кăна тăван чăваш чĕлхипе калаçнинчен тĕлĕнмелле мар. Вăтăр-хĕрĕх çулхисем те чăвашла ăнланаççĕ çеç, калаçу вара аран пулкалать. Çак сăлтава пулах 600 ытла çын пурăнакан яла 3 экземпляр кăна «Канаш» хаçат килет: иккĕшне уйрăм çынсем çырăннă, виççĕмĕшне - ялти вулавăш.
Ял вырăсланса пырать пулин те Ĕшке шкулĕ май пур таран çакна хирĕç тăрать. 2013-2014 вĕренӳ çулĕнче шкулта 83 ача вĕренет. Вĕсенчен 64-шĕ чăваш чĕлхине предмет майĕпе ăса хывать. Паллах, ачасенчен ытларахăшĕнче чăваш юнĕ юхать. Анчах хутăш – чăвашпа вырăс - çемьесенчисем те чылай. Хăш чухне вырăсла калаçса ӳснĕ ашшĕ-амăшĕ хăйне чăваш тесе те шутламасть. Шел, çемьесенче вĕсемпе чăвашла калаçман.
Нумай çул Дагестанри шкулта ĕçленĕ, хăй те вырăс çынни мар пулнипе Ĕшке шкул директорĕ Эльмира Минуллаевна Бахтиозина тăван чĕлхене сыхласа хăварассипе çыхăннă ыйтăва пит лайăх ăнланать, ун çине тимлĕн пăхать.
-1999 çул вĕçĕнче мана директора лартрĕç. Çĕнĕ 2000 çулхи вĕренӳ çулĕнче вара эпĕ чăваш чĕлхине факультатив майĕпе вĕрентме сĕнтĕм. Вĕрентекен специалист пур. Татьяна Валерьевна Рупасова, Çинкĕл педучилищинчен вĕренсе тухнăскер, тăван чĕлхене вĕрентме ăнтăлать. Ашшĕ-амăшĕпе канашласа пăхма шутларăм. Пухура калаçăва аякран тытăнтăм, ку тăрăхра пурăнакан кашни çыннăн вырăнтисен тăван чĕлхине, йăли-йĕркине хисеплемеллине ăнлантартăм, мĕншĕн тесен чăвашсем кăна пурăнмаççĕ кунта. Ял ятĕнче те «чăваш» (вырăсла – Чувашская Решётка) сăмах пурри ахальтен маррине каларăм. «Кашни çыннăн тăван чĕлхене пĕлмелле, пĕлменни – намăс. Эсир тăван чĕлхене пĕлместĕр пулсан хăть сирĕн ачăрсем вĕренччĕр», - терĕм. Пухура хирĕç калакансем пулмарĕç, вĕрентĕр терĕç. 2006 çултанпа чăваш чĕлхине предмет майĕпе вĕрентеттĕмĕр – иккĕмĕш класран тытăнса саккăрмăшне çити. Пĕчĕк ачасем пурне те хăвăрт хăнăхнине шута илсе тата çĕнĕ вĕренӳ стандартне тĕпе хурса кăçал чăваш чĕлхине пĕрремĕш класранах программăна кĕртрĕмĕр. Районта пирĕн шкулта кăна чăваш чĕлхине предмет мелĕпе вĕрентеççĕ. Анчах çак ырă ĕçе аталантарма кансĕрлекен пысăк чăрмав пур – пире литература çитмест. Литература çук тесен те юрать: ачасем валли учебниксем, методика пособийĕсем, ятарлă тетрадьсем. Укçине те хамăрах тупатпăр. Кĕнекесемпе тивĕçтерме ыйтатпăр. Пирĕн ку енĕпе çав тери ĕçлес килет. Пулăшу кĕтетпĕр, - каласа парать директор.
Районта тутар тата мордва чĕлхисене вĕрентекенсен кун пек йывăрлăх çук иккен. Вĕсене облаçри автономийĕсем, республикăсенчи конгресĕсем мĕнпур кирлĕ кĕнекепе пулăшаççĕ. Августри учительсен канашлăвĕнчен те чăвашсем кăна пушă алăпа таврăнаççĕ. Ĕшкесем çавăн пек пулăшăва чăвашсенчен те кĕтсе илессе шанаççĕ. Хальлĕхе мĕнпур кирлĕ материала Т.В.Рупасова вĕрентекен «Канаш» хаçатра шырать.
Облаçри чăваш конкурсĕсене, районти мероприятисене те ĕшкесем хаваспах хутшăнаççĕ. Тумĕсене те хăйсемех çĕлеççĕ. Татьяна Рупасова ачасен «Тумлам» юрă-ташă ушкăнне йĕркеленĕ. Вĕсене конкурса кайма хатĕрленсе шкулти вĕрентӳçĕсем чăваш кĕписене пĕр талăкра хăйсемех çĕленĕ. Шкулти пур учитель те директор кабинетĕнче каçчен ĕçленĕ. Çапла чăваш кĕписем пулса тăнă: 8 кĕпе – хĕрсен, 2 – арçын ачасен. Материалне туянма ашшĕ-амăшĕ пулăшнă.
Чăваш культурипе ачасене ытларах интереслентерес тесе Ĕшке шкулĕнче музей йĕркеленĕ. Унта авалхи чăваш хĕрарăмĕн тумĕсем кăна мар, кил-çурт хатĕрĕсемпе пӳрте илемлетмелли япаласем, кĕнекесем пур. Историри совет вăхăтĕнчи тапхăра та манман, ятарлă кĕтес хатĕрленĕ. Культурăпа çыхăннă тата истори урокĕсене хăш-пĕр чухне кунта ирттереççĕ.
 
Барăш районĕ.
 
: 679, Хаçат: 37 (1233), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: