Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртеççĕ ырă вăхăтсем, шкула çӳреттĕмĕр хавас...» - аса илет пĕлӳ тĕнчине пĕрремĕш утăмсем тунине Р.В.Микка – вăтăр пилĕк çул Чăнлă районĕнчи Орловка шкулĕнче пуçламăш классене пĕлӳ тата воспитани паракан вĕрентӳçĕ. Унăн ĕçлев кĕнеки те юр пек шап-шурă: ĕçлеме хăçан тытăннине çеç палăртнă, паллах, хавхалантару çыравĕсемсĕр пуçне.
- Атте – Василий Степанович Игнатьев – юратса та хавхаланса колхоз хирĕсенче тыр-пул пуçтарнă. Хуçалăхăн чи хастар комбайнерĕсенчен пĕри пулнă. Анне – Александра Ефимовна – тăватă хĕр амăшĕ. Вăл та ĕмĕрне колхозри тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурса пепкисене вĕрентнĕ, çитĕнтернĕ. Эпĕ, ачаранах вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленнĕ. 1976 çулта Вăта Тимĕрçен шкулĕнчен вĕренсе тухрăм та Çинкĕл педучилищине вĕренме кĕтĕм. 1980 çулта диплом илсе Орловкăри шкула вырнаçрăм. Çавăнтанпа кунти шăпăрлансене пĕлӳ тĕнчинче пĕрремĕш утăмсем тума пулăшатăп, - пуçларĕ калаçăва Роза Васильевна.
Вăл ĕçлеме тытăнсан тепĕр çулах Рязановăри ял хуçалăх техникумĕнчен инженер-механика вĕренсе тухнă Владимир Александрович Миккапа çемье çавăрать. Сăмах май, мăшăрĕ – «Луч» хуçалăхра управляющий.
- Пирĕн икĕ ача: Маргарита Шупашкарта юриста вĕренсе тухрĕ те Ульяновскра суд приставĕнче вăй хурать* Дмитрий ашшĕ çулĕпе кайрĕ – ял хуçалăх академийĕнче вĕренсе инженер-механик дипломне тивĕçрĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, виçĕ мăнук парнелерĕç, - паллаштарать ентешĕмĕр çемье пурнăçĕпе.
Орловка шкулĕнче сакăр ачана икĕ вĕрентӳçĕ пĕлӳ парать. Çĕнĕлле вĕрентме пур майсем те туса панă: икĕ компьютер, вĕрентӳ диск-кĕнекесем... Кунта чăваш ачисем вĕренеççĕ. Пĕр-пĕрин хушшинче те тăван чĕлхепе калаçаççĕ. Икĕ çул каялла вĕсене чăвашла та вĕрентнĕ. Анчах...
- Вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕ тухсан «Планета знаний» текен программăна куçрăмăр. Çавăнтанпа тăван чĕлхене вĕрентесси те путланса ларчĕ. Паллах, ку – манăн çирĕплетӳ: çĕнĕлле вĕрентсе ачасене нушалантарни кăмăла каймасть. Ачасене хăйсем тĕллĕн шухăшлама, тишкерме, çирĕплетӳсем тума кивĕ программăпа та май пурччĕ. Вĕрентӳçĕн пĕлĕвĕпе пуян ĕç опычĕ, ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе чуна парса ĕçлес туртăм, тăрăшулăх, пултарулăх пулсан. Çук тăк – вĕрентӳ тытăмĕ-нче вăй хурассипе сывпуллашмалли çеç юлать, - тет пĕрремĕш категориллĕ вĕрентӳçĕ.
Орловка шкулĕн пуласлăхĕ пур-ха: 2015-2016 вĕренӳ çулĕ-нче пĕрремĕш класра сакăр ача вĕренмелле. Кунта тĕрлĕ кружоксем пур, класс тулашĕнче тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Уроксем хыççăн юлса сывлăха çирĕплетмелли, хушма пĕлӳ илмелли майсем те пур.
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 572, Хаçат: 10 (1308), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: